Пĕлĕт, пĕлĕт - Ольга Осипова (2014)

Поделиться
HTML-код
  • Опубликовано: 16 дек 2024
  • Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт,
    Сан куçу пекех таса
    Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
    Яланах килет аса.
    Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
    Яланах килет аса.
    Вăйа тухрăм, эп курмарăм
    Хам юратнă савнине
    Киле кайнă чух çĕç куртăм
    Урăххипе ларнине
    Киле кайнă чух çĕç куртăм
    Урăххипе ларнине
    Ăна ăшшăн ыталанă
    Пуçне хунă ун çине
    Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
    Эпĕ иртсе кайнине
    Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
    Эпĕ иртсе кайнине
    Сад пахчине кĕрсе лартăм
    Иккĕн ларнă сак çине
    Куççуль витĕр аса илтĕм
    Савни тупа тунине
    Куççуль витĕр аса илтĕм
    Савни тупа тунине
    Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш
    Ун пеки татах ÿсет
    Ан йĕр атте, ан йĕр анне
    Ман пекки татах ÿсет
    Ан йĕр атте, ан йĕр анне
    Ман пекки татах ÿсет
    Атте эпĕ çуралсассăн
    Хĕр çуралтăр терĕн-ши?
    Инçе çула тухса кайса
    Нуша куртăр терĕн-ши?
    Инçе çула тухса кайса
    Нуша куртăр терĕн-ши?
    Анне мана çуратсассăн
    Ма вăрмана кайман-ши?
    Хăрăк хурăн тураттинчен
    Ма çакса хăварман-ши?
    Хăрăк хурăн тураттинчен
    Ма çакса хăварман-ши?

Комментарии •