Отпускра туй кĕрлерĕ

Поделиться
HTML-код
  • Опубликовано: 27 авг 2024
  • Канаш тăрăхĕнчи Сергейпе Етĕрнери Мартăшăн утă уйăхĕн 8-мĕшĕ иккĕлле уяв. Çамрăксем Çемье, юратупа шанчăклăх кунне уявланисĕр пуçне малашне çемье чăмăртаннине те паллă тума пуçлаççĕ. Çĕнĕ мăшăра туйпа саламланă çĕре Алина Сусметова журналистпа Игорь Зверев оператор хутшăнчĕç. Етĕрнери граждан тăрăмĕн актне çыракан пай еннелле çемье хыççăн çемье утать. Кăнтăрла хыççăн регистрациленекен мăшăр вара ыттисенчен уйрăлса тăрать. Çемье пуçĕ туя çар формипе çитрĕ.
    НАТАЛИЯ ЛЕОНТЬЕВА: «Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа пирĕн йĕркесем те урăхланчĕç. Çĕршыва сыхлакан заявлени çырсан е çав кунах, е тепĕр эрнерен машăрсене çырантаратпăр. Хăш кун регистраци тăвасси хăйсенчен килет. Мобилизаци пуçлансанах пирĕн Етĕрне муниципаллă округĕнче тӳрех 17 çемье çавăрчĕç. Халĕ вара ятарлă çар операцинчен отпуска килнĕ салтака мăшăрланнă ятпа саламлатпăр». Сергей Иванов тулли мар мобилизаци пуçлансан тепĕр хут салтак атти тăхăнать. Вăхăт çитсен ик эрнелĕхе отпуск билетне параççĕ. Тăван тăрăха çитсенех граждан тăрăмĕн актне çыракан пая кайса заявлени çырать вăл. Тинех кĕтнĕ самант: ятсăр пӳрнере - ылтăн çĕрĕ. Пĕртăвансем, юлташсем, тăвансем. Салам хыççăн салам пĕр чарăнми вĕçет. Ăшă та ырă сăмахсем калакансен йышĕнче ятарлă çар операцине пĕрле хутшăнакансем те пур.
    СЕРГЕЙ: «Эпир тĕрлĕ ялсенче вĕреннĕ, Канашра училищĕре тĕл пулнă. Юлташланса кайрăмăр. Мобилизаци пуçлансан тĕл пултăмăр. Пĕрле СВО-на лекрĕмĕр. Вăл мана пулăшать, эпĕ те кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр». Çемье çавăрнине кăтартакан документа алла илсен - вальс. Хуллен те вăрах хусканусенче мăшăр пĕр-пĕрне юратни сисĕнет.
    СЕРГЕЙ: «Ятарлă çар операцийĕ чухне хамăн юратупа паллашнă. Унччен авланман пулнă. Отпускра юратупа туй туса халь çемьеллĕ çын». Çĕнĕ çемье чăмăртаннишĕн çывăх çыннисем те хĕпертеççĕ.
    МАЯ АЛЕКСАНДРОВА: «Паян пысăк уяв. Çанталăкĕ те питĕ хитре. Халăхсем те пуçтарăнчĕç, саванатпăр, юрлатпăр, ташлатпăр. Çемьере лайăх пултăр, мир пултăр».
    ИРИНА НИКИТИНА: «Хăпартланса тăрать, шутламасть те каялла каймалла тесе. Çемье çавăрнă, ачисем нумай пулччĕр, çемьене нумайлатас пулать. Ивановсен нумай пуласть пулать. Çемье çавăратăп тесен ман шăллăм улшăнса кайрĕ. Малтан япăххи çинчен шутлатчĕç. Эпир те питĕ савăнатпăр. Куçсем çутатса тăраççĕ шăллăмăн кăна мар, хамăрăн та». Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Етĕрне тăрăхĕнче çĕршыва сыхлакан арçынсем чылайăн çемье çавăрнă. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче вара ЗАГС ĕçченĕсем 20-мĕш салтак мăшăрланнине шута илчĕç.

Комментарии • 4

  • @user-dt1di2hm8p
    @user-dt1di2hm8p 3 месяца назад

    действительно странно почему в гол уборе

  • @svit.berezen
    @svit.berezen Год назад +2

    Политика Z точников, оккупантов не для Чувашии.

  • @Neinuli
    @Neinuli Год назад

    Какое неуважение,хотя бы головной убор снял!