Уçă алăксен кунĕ

Поделиться
HTML-код
  • Опубликовано: 20 сен 2024
  • Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи Александр Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче çак кунсенче уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Пулас кадетсен ашшĕ-амăшĕ вĕренӳ çурчĕн аудиторийĕсемпе, спорт залĕсемпе, кино тата фотоӳнер студийĕсемпе, информаци центрĕпе, çывăрмалли корпуспа паллашрĕ. Тĕл пулăва çарпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан офицерсем те хутшăнчĕç. Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме, хаяр тăшманран хӳтĕлеме, Раççей историпе тарăн паллашма вĕрентеççĕ кадет корпусĕнче. Çамрăксен йышĕнче хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарас шухăшлисем чылай. Кадет корпусĕнче шăпах та çакăн пек çирĕп кăмăллисем уçă алăксен кунне пухăннă та. Дарья Васильева кунта 4-мĕш çул вĕренет. Каччăсемпе танах ĕлкĕрсе пырать. ДАРЬЯ ВАСИЛЬЕВА: «Мĕн пĕчĕкренех кадет корпусĕнче вĕренме ĕмĕтленеттĕмччĕ. Мана кунта питĕ килĕшет. Эпир кунта Тăван çĕршыва хӳтĕлеме вĕренетпĕр». Çарпа тинĕс флочĕ пирки кăçалтан вĕрентме пуçлани ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те çунат хушать. Чăваш Республикинчи кадетсен çарпа тинĕс флотĕнчен куçарнă 3 карап пулĕ, ун пекки урăх пĕр регионăн та çук теççĕ çар ветеранĕсем. Кăçал çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Çурçĕр флотран 24-мĕш дивизин «Гепард» карап Чăваш Ене куçмалла. ЕКАТЕРИНА САМАРКИНА: «Мĕншĕн кадет шкулне эпир суйлама шутларăмăр, мĕншĕн тесен манăн хамăн ачасене Тăван çĕршыва хӳтĕлеме вĕрентес килет. Хамăн хĕрачана военно-морской флота парасшăн. Тумтирсем питĕ килĕшрĕç, форма. Тата ачасене çак кадет корпусне вĕренме парсассăн пирĕн ачасем питĕ сывлăхлă пулаççĕ. Ачасене хӳтĕлеме пĕлеççĕ. Тата вĕсен дисциплина». Çĕнĕ йышши информаци технологийĕсемпе усă курса хатĕрленĕ пӳлĕмсем, пемелли тир, ӳкермелли класс, спорт залĕ. Çамрăксене аталанма пур енлĕн майсем туса панă. Тĕл пулăва килнисем çĕкленӳллĕ кăмăлпа, кадет пулас ĕмĕтпе килĕсене саланчĕç. Регина Кубайкина, Ольга Алексеева, Юрий Марков

Комментарии •