Виталий Адюков - Ма юратрăм - ши сана? (2016)

Поделиться
HTML-код
  • Опубликовано: 18 дек 2024
  • 1. Çурхи ăшă каçсенче тĕл пулаттăмăр санпа
    Кăвак шуçăм киличчен калаçаттăмăр савса
    Юратсах çуреттĕмĕр, пĕр-пĕрне итлеттĕмĕр
    Кĕр кунĕсем çитсессĕн туй тăвăпăр теттĕмĕр
    Х.Ю.
    Ма ĕнентĕм-ши сана
    Ма çухатрăм пуçăма
    Пĕртен пĕр юратăва
    Парнелерĕм эп сана
    2. Юрататăп теттĕн эс, пăрахмастăп теттĕн эс
    Мункун типпи тухсассăн евчĕ ярăп теттĕн эс
    Эпе сана ĕнентĕм, ырринех ĕмĕтлентĕм
    Санпа венчете тăма шур пĕркенчĕк çĕлерĕм
    Х.Ю.
    Ма ĕнентĕм-ши сана
    Ма çухатрăм пуçăма
    Пĕртен пĕр юратăва
    Парнелерĕм эп сана
    3. Ыталаттăн эс мана, çупăрлаттăн эс мана
    Тексĕм тĕксĕм каçсенче ачашлаттăн эс мана
    Урăххине тĕл пултăн, мана пачах пăрахрăн
    Юта ытла юратса чуннăма ыраттартăн
    Х.Ю.
    Ма ĕнентĕм-ши сана
    Ма çухатрăм пуçăма
    Пĕртен пĕр юратăва
    Парнелерĕм эп сана
    4. Эпир пĕрле пулас çук, çуммăн ларса юрлас çук
    Эсĕ манăн чĕререн нихăçан та тухас çук
    Юрататăп эп сана, манаймастăп эп сана
    Анчах эсĕ манпа мар, эсĕ халь урăххипе
    Чун савни, эп санпа кăна телейлĕ пултăм тĕл пулса, савăнса
    Чун савни, эп санпа çăтмах пек ырлăх куртăм юратса, йăпанса
    Чун савни, эп сана куç шăрçи пек упрарăм сивĕре, шăрăхра
    Чун савни, эп сана ытла ĕнентĕм, шантăм хам çумра юласса

Комментарии •